+13 °С
Облачно


Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче ачалӑх уявӗ пулнă. Ачасем валли батут, тутлӑ апат-ҫимӗҫ, хаваслӑ вӑйӑсем, конкурссем, ача-пӑча юррисем йӗркеленӗ. Вӑйӑсем вӑйӑ-кулӑ евӗр кӑна мар, пӗлӳллĕ те пулнӑ.
Ҫапла, вӑйӑ формипе ачасем ухватпа чугунӑн тӗллевне пӗлнӗ. Уйрӑмах «Ӗҫ шлепкере» вӑйӑ интереслӗ иртнӗ. Çӗнтерӳҫӗсем тутлӑ шӗвеке юлташӗсемпе туслӑн пайлашнă.
Пишпÿлек ялӗнчи СчитАлочкана тутлӑ ҫимӗҫсемшӗн тата аттракцион-батутшӑн тав тӑватпӑр.
Ачасене интереслӗ те хаваслӑ каникул сунатпăр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://ok.ru/group/54151801667774