Çутă çул
+15 °С
Облачно
Общество
12 Июня , 03:53

Раҫҫей кунӗпе саламлатпӑр!

Хисеплӗ район ҫыннисем! Хаклӑ ентешсем!Пирӗн патшалӑхӑн тӗп уявӗпе — Раҫҫей кунӗпе — чӗререн саламланине йышӑнӑр!

Раҫҫей кунӗпе саламлатпӑр!Раҫҫей кунӗпе саламлатпӑр!
Раҫҫей кунӗпе саламлатпӑр!


Хисеплӗ район ҫыннисем! Хаклӑ ентешсем!
Пирӗн патшалӑхӑн тӗп уявӗпе — Раҫҫей кунӗпе — чӗререн саламланине йышӑнӑр!
Ку вӑл пирӗн аслӑ ҫӗршывшӑн уйрӑмах мӑнаҫланмалли кун. Эпир пин ҫуллӑх историн, пуян культурӑн тата мухтавлӑ ҫӗнтерӳсен еткерҫисем. Ҫак пысӑк та вӑйлӑ патшалӑхӑн пӗр пайӗ пулнине ӑнланни — чыс та яваплӑх. Пирӗн Тӑван çӗршыв паян — мӑн асаттесен паттӑрлӑхӗ кӑна мар, пирӗн кулленхи ӗҫ, ҫӗнӗ ту тӑррисем патне ӑнтӑлни тата пулас ӑрусем валли пуласлӑх тӑвасси.
Эпир тӗрӗслевсемпе ҫӗнӗ чӗнӳсен тапхӑрӗнче пурӑнатпӑр. Ҫак вӑхӑт пиртен ҫирӗплӗхпе пӗрлӗх ыйтать. Халӗ пӗрле пулни, пӗр-пӗрне пулӑшни, пӗрлехи ҫӗнтерӗве ӗненни нихҫанхинчен те паха. Кашни ҫын хӑй вырӑнӗнче — ҫапӑҫу хирӗ-и, мирлӗ ӗҫ-и — герой. Пирӗн пӗрлӗх вӑл — пирӗн тӗп вӑй. Тӗрӗслев витӗр тухсан эпир вӑйлӑрах пуласса, Тӑван çӗршыв аталанӑвӗшӗн пӗрле мӗн кирлине пурне те тӑвасса шанатпӑр.
Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ҫемье телейӗ тата пуҫ тӑрринчи тӑнӑҫ тӳпе сунатпӑр! Сирӗн плансем пурте пурнӑҫланччӑр, тӑван ҫӗре юратни ырӑ ӗҫсем тума хавхалантартăр!

Район Канашӗн председателӗ Ю.Г. Павлов.
Район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканĕ А.А. Галеев.

 

 

Раҫҫей кунӗпе саламлатпӑр!
Раҫҫей кунӗпе саламлатпӑр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас