

Июнӗн 12-мӗшӗ — Пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн ҫуралнӑ кунӗ. Раҫҫей кунӗ вӑл-ирӗклӗх, тӑнӑҫлӑх тата ырӑлӑх уявӗ. Раҫҫей халӑхӗсен патриотизмӗн, пӗр-пӗрне пулӑшнин тата пӗрлӗхӗн уявӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли мероприятисем, патриотизмпа гражданла яваплӑха, хӑйсен Тӑван Ҫӗршывне, унӑн йӑли-йӗркине хисеплес тата юратас туйӑма воспитани парас тӗллевпе иртеҫҫӗ.
Раҫҫей кунӗ умӗн Пишпÿлекри «Журавушка» ача садĕнче ҫак пулӑма халалласа ачасен Раҫҫей ҫинчен патшалӑх, тӑван ҫӗршыв пек шухӑшсем йӗркелес, тӑван тӑрӑха, Тӑван ҫӗршыва юратас туйӑма воспитани парас тӗллевлӗ мероприятисем иртнĕ.
Шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗсенче: «Тӑван Ҫӗршыв мӗнрен пуҫланать» тематика занятийӗсем, «Пирӗн Тӑван Ҫӗршыв — Раҫҫей», «Пирӗн ялав тата пирӗн герб» калаҫусем, «Эпир Раҫҫейре пурӑнатпӑр» викторина ирттернӗ.
Ҫавӑн пекех «Раҫҫей кунӗ» йӑпану иртнĕ, унта педагогсемпе пӗрле ачасем Раҫҫей Федерацийӗн гимнне итленĕ, «Хирте хурӑн тӑнӑ» вӑйӑ карти йĕркеленĕ, пирӗн аслӑ ҫӗршыв ҫинчен тупмалли юмахсем тавҫӑрса илнĕ. Ачасем патне Аленушкапа Иванушка хӑнана пынӑ, вӗсемпе ачасем «Ручеек», «Ялавсем», «Хӑвӑрт юланутҫӑ», «Эпӗ Раҫҫейре пурӑнатӑп» вӑйӑсем вылянӑ. Ачасем вӗсем мӗн тери хӑюллӑ, ҫаврӑнӑҫуллӑ та хӑвӑрт пулнине кӑтартма пултарнă.
Ачасене питӗ интереслӗ те савӑнӑҫлӑ пулнă. Вӗсен Раҫҫей кунне уявлассине халалланӑ мероприятирен нумай туйӑм юлнӑ.
Раҫҫей кунӗпе! Тӑнӑҫлӑх, ӑшӑлăх, ырӑлӑх, савӑнӑҫ тата ҫутӑлăх сире!
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640710