Çутă çул
-2 °С
Ясно
Общество
1 Октября , 04:53

Путин регионсен суйланӑ пуҫлӑхӗсене хӑйсене панӑ шанӑҫа тӳрре кӑларма тенĕ

#владимирпутин

Добавить в предпочтительные источники Google
Путин регионсен суйланӑ пуҫлӑхӗсене хӑйсене панӑ шанӑҫа тӳрре кӑларма тенĕПутин регионсен суйланӑ пуҫлӑхӗсене хӑйсене панӑ шанӑҫа тӳрре кӑларма тенĕ
Путин регионсен суйланӑ пуҫлӑхӗсене хӑйсене панӑ шанӑҫа тӳрре кӑларма тенĕ

#владимирпутин
Путин регионсен суйланӑ пуҫлӑхӗсене саламланӑ, вӗсене ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ.
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин сентябрӗн 30-мӗшӗнче регионсен суйланӑ пуҫлӑхӗсене суйлаври ҫитӗнӳпе саламланă, вӗсене суйлавҫӑсем панӑ шанӑҫа тӳрре кӑларма суннă.
«Чи малтан сире федераци субъекчӗсен ертӳҫисене суйланӑ ятпа саламлас, ҫитес ӗҫре ӑнӑҫу сунас килет. <...> Илнӗ шанӑҫа тӳрре кӑларни, хăвӑрӑн управлени командисемпе пӗрле ҫынсен интересӗсемшӗн планпа тата тулли хастарлӑхпа ӗҫлени питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ вăл РФ субъекчӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулсан.
Субъектсен ертӳҫисен иртнӗ суйлавӗ конкурентлӑ пулнине, граждансен сассисемшӗн тӗрлӗ политика партийӗсен представителӗсем кӗрешнине те палӑртнă Президент. Патшалӑх Пуҫлӑхӗ ҫӗнтерӳҫӗсем пурте пӗрремӗш туртах пысӑк виҫепе палӑрнине палӑртнă, ҫакӑ суйлавҫӑсем пурнӑҫланакан курса пулӑшнине кӑтартать, регионсен пуҫлӑхӗсене вырӑнсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗп тӗллевӗсене татса парас ӗҫре тата пысӑкрах яваплӑх хурать.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru.
https://iz.ru/2176163/2026-09-30/putin-prizval-izbrannykh-glav-regionov-opravdat-okazannoe-im-doverie

 

 

Путин регионсен суйланӑ пуҫлӑхӗсене хӑйсене панӑ шанӑҫа тӳрре кӑларма тенĕ
Путин регионсен суйланӑ пуҫлӑхӗсене хӑйсене панӑ шанӑҫа тӳрре кӑларма тенĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас