

«Башкирское долголетие» социаллӑ проект республикӑра сарӑлсах пырать, 70 пин ытла аслӑ ӳсӗмри хастар граждансене пӗрлештерет ӗнтӗ. Кун пирки Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьсенче Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ умӗн программа мӗнле ӗҫленине пӗтӗмлетнӗ май пӗлтернӗ.
Регион пуҫлӑхӗ пуҫару калӑпӑшӗ малтан мӗн кӗтнинчен иртнине палӑртнă.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, проектпа ӗҫлеме пуҫласан йӗркелӳҫӗсем вӑл мӗн тери кирлӗ пулассине, унта хутшӑнакансене мӗн чухлӗ ырӑ туйӑм парнелессине те чухлайман.
Программа регион шайӗнче кӑна мар, тӗнче шайӗнче те хастар аталанать. Регион шайӗнчи туризм та халӑх хушшинче паллӑ.
Октябрӗн 1-мӗшӗ –Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ умӗн-Радий Хабиров аслӑ ӑрӑва ӑшӑ сӑмахсем каланă. Вӑл аслашшӗсемпе асламăшсене, кукаçейсемпе кукамайсене, ашшӗ-амӑшĕсене ҫирӗп сывлӑх суннă, вӗсене ӑслӑлӑхшӑн, юратушӑн тав тунă.
«Ҫывӑх ҫыннӑрсем ӑшӑпа, тӑрӑшулӑхпа ҫавӑрса илччӗр. Вӑй-хал, кӑмӑл пур тӑк вара пирӗн программӑна кӗрсех тӑрӑр», – кӑмӑл тунă республика Пуҫлӑхӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-10-01/habirov-pozdravil-s-dnem-pozhilyh-lyudey-i-priglasil-v-bashkirskoe-dolgoletie-4832183