

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин октябрӗн 5-мӗшӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен педагог-наставникӗсене чысланă церемонире Федор Тютчевӑн Раҫҫей ҫинчен ҫырнӑ паллӑ йӗркисене илсе кӑтартнӑ.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ ҫӗршыв тата ун ҫине мӗнле пӑхасси пирки ҫын ача чухне шухӑшланине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку процесра ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани пама пулӑшакан вӗрентекенсемпе педагогсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
«Шкултан эпир сирӗн пеккисене пула, мӗн калӑн, амӑшӗн сӗчӗпе тенӗ пекех ҫӑтса яни тӳрех аса килет: «Умом Россию не понять, аршином общим не измерить: у ней особенная стать — в Россию можно только верить». Ҫакӑ вара ачасен, чи ҫамрӑксен, ҫамрӑксен ӑс-тӑнне ӗмӗрлӗхе хывни, юлашкинчен пирӗн тавракурӑмӑн никӗсӗ пулса тӑни», — тенӗ патшалӑх пуҫлӑхӗ.
Раҫҫей ҫыннисем педагогсен ӗҫне питӗ хакланине те палӑртнă Президент. Унӑн шухӑшӗпе, СВО паттӑрӗсен историйӗ ҫӗршыври педагогика шкулӗн тӑсӑмне сыхласа хӑварнине тата тивӗҫлӗ ҫынсене воспитани парас ӗҫре вӗрентекенсен пӗлтерӗшне кӑтартать.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru.
https://iz.ru/2179102/2026-10-05/putin-na-nagrazhdenii-uchitelei-protcitiroval-stroki-tiutcheva-o-rossii