Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
18 Сентябрӗн 2019, 17:58

ПР Пуçлăхĕн инаугурацийĕ ыран, сентябрĕн 19-мĕшĕнче иртет

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Радий Хабиров присяга парать тата Пушкăртстан Пуçлăхĕн должнăçĕнче официаллă ĕçлеме пуçлать. Церемони Патшалăх Пухăвĕн çуртĕнче иртет.Пушкăрт Парламенчĕн спикерĕ Константин Толкачев каланă тăрăх, мероприятие ытлашши нумай çын хутшăнмасть.

Толкачев регион ертÿçи должнăçа йышăнни Правительство хăйĕн полномочийĕсене пăрахăçланине пĕлтернине палăртнă.

— Пушкăртстан Пуçлăхĕн ăна çĕнĕрен йĕркелемелле пулать. Тĕп должнăçсене мĕнле çынсем килнинчен, вĕсен компетенци шайĕнчен республика çитес пилĕк çул мĕнле аталанасси килет, — палăртнă Константин Толкачев.

Инаугураци церемонийĕ хыççăн Радий Хабиров Пушкăртстан 2024 çулччен мĕнле аталанассин планĕсемпе утăмĕсем çинчен документпа паллаштарать.


«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: