Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
19 Сентябрӗн 2019, 08:52

Путин Сауд патша вырăнĕн еткерçи принцĕпе дронсем нефть объекчĕсене атакăланине сÿтсе явнă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Сауд Аравин оборона министрĕпе патша вырăнĕн еткерçи принцĕпе Мухаммед бен Сальман Аль Саудпа телефонпа калаçнĕ, çыраççĕ Кремль сайтенчи пĕлтерÿре.

Раççей пуçлăхĕ нефть объекчĕсене дронсем атакăланине тĕплĕ тата тĕрĕс тĕпчемелли пирки каланă.

Маларах Франци эксперчĕсем Сауд Аравине патшалăхăн хĕвелтухăç енчи нефть объекчĕсене тапăннине тĕпчесе пĕлме кайни çинчен пĕлтернĕччĕ. Çакăн пирки Франци Президенчĕ Эммануэль Макрон патша вырăнĕн еткерçи принцĕпе Мухаммед бен Сальман Аль Саудпа калаçнă хыççăн паллă пулнă.

Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Сауд Аравинче пилотсăр дронсем Saudi Aramco патшалăх компанин икĕ нефть заводне атакăланă, унта пушар тухнă.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.
#ВладимирПутин
Читайте нас: