Тĕлпулăва Раççей Федерацин субъекчĕсен чи çÿллĕ должноçне йышăнакан 19 çын хутшăнать. Путин йăлана кĕнĕ тăрăх, пĕрлехи сасăлав кунĕ хыççăн тин суйланнă регион пуçлăхĕсене Кремльте пухать. 2018 çулта çакнашкал мероприяти иккĕ пулнă — сентябрĕн 19-мĕшĕнче, ун чухне президентпа тĕлпулăва суйлавăн пĕрремĕш турĕнче çĕнтернĕ губернаторсем килнĕ, унтан — декабрĕн 27-мĕшĕнче, ун чухне иккĕмĕш турта çĕнтернисем канашлăва хутшаннă (Приморьери пек — иккĕмĕш хут суйлав çĕнтерÿçи Олег Кожемяко). 2019 çулта регионсен пуçлăхĕсене пĕрремĕш турта палăртнă.