Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
16 Октябрӗн 2019, 08:57

Путин Эрдогана Раççее килме чĕннĕ

Турци Президенчĕ Раççей пуçлăхĕ чĕннине йышăннă.РФ Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Турци ĕçтешне Реджеп Тайип Эрдогана Раççее ĕçлĕ çулçÿреве килме чĕннĕ, лешĕ çакна ырласа йышăннă. Çакăн çинчен ĕнер Кремль пресс-служби пĕлтернĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Турци Президенчĕ Реджеп Тайип Эрдоган.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Турци Президенчĕ Реджеп Тайип Эрдоган.
Кунсăр пуçне икĕ çĕршыв пуçлăхĕ Сиринчи лару-тăрăва политика тĕлĕшĕнчен йĕркене кĕртмелли процеса малалла илсе пымалли çинчен каланă тата октябрь вĕçĕнче Женевăра ООН эгидипе Конституци комитетне пухма тăрăшни çинчен шухăшне пĕлтернĕ. Президентсем Арап Республикин территори пĕрпĕтĕмлĕхне сыхласа хăварассишĕн тăнине çирĕплетнĕ. Октябрĕн 9-мĕшĕнче Анкара Сирин çурçĕр енче «Источник мира» çĕнĕ çар операцийĕ пуçлани çинчен пĕлтернĕ. Тĕнче сообществи Анкара ĕç-хĕлне ырламан. Великобритани, Германи, Франци ООН Хăрушсăрлăх Совечĕн ларăвне ирттерме сĕннĕ.

Алексей НИКОЛЬСКИН сăнÿкерчĕкĕ.

ТАСС материалĕсем тăрăх.


#ВладимирПутин


Читайте нас: