Раççей Президенчĕ Владимир Путин Иркутск облаçĕнче тата Инçет Хĕвелтухăçĕнче çулла шыв илнĕ хыççăн юлнă палăрăмсене мĕнле пĕтернине тепĕр хут тĕрĕслет. Патшалăх пуçлăхĕ паян Кремльте ятарлă канашлу пухать, хăш-пĕр докладсене видеоконференци йĕркипе итлет.
Иркутск облаçĕнчи инкекре 25 çын вилнĕ, 6-шĕ хыпарсăр çухалнисен шутĕнче. Пĕрремĕш хутĕнче халăх пурăнакан 109 вырăнта 42,7 пин çын пурăнакан 10,9 пин çурт шыв айне пулнă, иккĕмĕш хутĕнче — халăх пурăнакан 58 вырăнта 5,4 пин çын пурăнакан 1,9 пин çурт.
Тулун хулинче сентябрĕн 2-мĕшĕнче пулса патшалăх пуçлăхĕ инкеке лекнĕ çынсен проблемисене хуллен татса панине палăртнă, çакă ытларах чухне ĕçе бюрократла тăсса пынăран пулнă.
Черетлĕ хут президент шыв илнĕ хыççăн юлнă палăрăмсене пĕтересси çинчен сентябрĕн 25-мĕшĕнче правительство членĕсемпе ирттернĕ канашлура калаçнă. Ун чухне вăл Иркутск облаçĕнче инкек курнă çынсем панă ыйтусем тăрăх мĕн йышăнни çинчен доклад кĕтни çинчен пĕлтернĕ. Патшалăх пуçлăхне ыйтусене пăхса тухни мар, вĕсене татса пани чи малтан интереслентерет. Тĕп докладсене министрсем тăвасса кĕтеççĕ тата Приморье, Хабаровск крайĕн, Амур тата Еврей автономи облаçĕсен губернаторĕсене видеоçыхăну урлă итлеме планлаççĕ.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.