1919 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче халăха çутта кăларас Наркомат çумĕнче Пĕтĕм Раççей фотокино пайне, патшалăх кино шкулне йĕркеленĕ, каярахпа вăл пурте пĕлекен ВГИК пулса тăнă. 1992 çулта вĕренÿ заведенин ятне С.А. Герасимов ячĕллĕ Пĕтеĕм Раççей кинематографи патшалăх институчĕ тесе улăштарнă.
2007 çултанпа аслă шкул ректорĕ РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, искусствоведени докторĕ Владимир Малышев шутланать. Институтра 7 факультет. 2013 çулхи апрельте института Путин указĕпе килĕшÿллĕн РФ халăхĕсен культура еткерĕн уйрăм хаклă объекчĕсен шутне кĕртнĕ. Çак институтран тĕрлĕ çулсенче паллă кинематографистсем вĕренсе тухнă: Всеволод Пудовкин, Сергей Бондарчук, Татьяна Лиознова, Эльдар Рязанов, Юрий Озеров, Марлен Хуциев, Григорий Чухрай, Петр Тодоровский, Леонид Гайдай, Сергей Параджанов, Василий Шукшин, Андрей Тарковский, Кира Муратова, Андрей Кончаловский, Никита Михалков, Станислав Говорухин, Карен Шахназаров, Александр Сокуров.
ВГИК выпускникĕсем хушшинче пурте пĕлекен артистсем пулнă: Любовь Соколова, Нонна Мордюкова, Вячеслав Тихонов, Николай Рыбников, Людмила Гурченко, Леонид Куравлев, Лариса Лужина, Галина Польских, Сергей Никоненко, Николай Еременко, Наталья Андрейченко, Елена Цыплакова, Андрей Мерзликин тата ыттисем.