Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Политика
17 Октябрӗн 2019, 09:26

Путинпа Эрдоган октябрĕн 22-мĕшĕнче Сочинче тĕл пулаççĕ

Тĕлпулу хăçан иртессине РФ Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков та çирĕплетнĕ.Раççей Президенчĕ Владимир Путин Турци Президенчĕпе Реджеп Тайип Эрдоганпа октябрĕн 22-мĕшĕнче Сочинче тĕл пулать, пĕлтернĕ ТАСС агентствине Раççей пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков.

Турци Президенчĕ Реджеп Тайип Эрдоган тата Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Турецкий поток» газ пăрăхĕн тинĕс участокне туса пĕтернĕ церемони вăхăтĕнче, архив.
Турци Президенчĕ Реджеп Тайип Эрдоган тата Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Турецкий поток» газ пăрăхĕн тинĕс участокне туса пĕтернĕ церемони вăхăтĕнче, архив.
Маларах Турци пуçлăхĕн канцелярийĕ те Эрдоган Сочине октябрĕн 22-мĕшĕнче каять тесе пĕлтернĕ. Октябрĕн 15-мĕшĕнче Путин Эрдоганпа телефонпа калаçса Турци Сиринче ирттерекен «Источник мира» транс чикĕ операцие сÿтсе явнă тата çывăх кунсенче Раççее килме чĕннĕ.
Михаил КЛЕМЕНТЬЕВĂН сăнÿкерчĕкĕ.


#ВладимирПутин
Читайте нас: