— Иртнĕ тапхăрта сирĕн питĕ чаплă проектăр хăйĕн пархатарлă тĕллевĕсемпе хастар та тимлĕ çынсене пĕрлештерчĕ, пирĕн çĕршывра социаллă предпринимательство ĕçне малалла аталантарнă çĕре пысăк ĕлĕш хыврĕ. Çуллен çак сумлă премие ырă пуçарăва пурнăçа кĕртекенсене, пурнăçа лайăхлатма ăнтăлакансене параççĕ, — палăртса хăварнă патшалăх пуçлăхĕ. — Унăн лауреачĕсем ачасем тата аслă ăру пирки тăрăшаççĕ, халăх промыслисемпе ĕç-хĕлне чĕртеççĕ, ытти пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртеççĕ.
Кăçал социаллă предпринимательство çинчен йышăннă закон преми участникĕсене ĕç эффективлăхне ÿстерме пулăшассине шанни çинчен пĕлтернĕ. Асăннă премие Раççей Федерацинчи обществăлла предпринимательсене, обществăлла организацисен представителĕсене, патшалăх структурисемпе профиль ведомствин ертÿçисене, журналистсене, массăллă информаци хатĕрĕсене тата аслă вĕренÿ заведенийĕсене параççĕ.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ санÿкерчĕк.