Путин Пĕрлештернĕ Арап Эмиратĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулса Абу-Даби принцне, ОАЭ Хĕçпăшаллă вăйĕсен Верховнăй тĕп командующине Мухаммед бен Заид Аль Нахайяна шурă кречет парнеленĕ. Çакăнччен пĕр кун маларах Раççей Президенчĕ Эр-Риядра пулса Сауд Аравин патшине Сальман бен Абдель Азиз Аль Сауда та Камчатка кречетне панă.