Путин пĕлтернĕ тăрăх, Африка çĕршывĕсемпе анăç Европа çĕршывĕсем, США, КНР кăна мар, Инди, Турци, Перси заливĕн çĕршывĕсем, Япони, Корея Республики, Израиль, Бразили пĕрле ĕçлес теççĕ. «Ку ахальтен мар: Африка тĕрлĕ майсен континентне çаврăнать, — тенĕ Путин. — Унăн пысăк ресурссем, экономика тĕлĕшĕнчен илĕртÿллĕхĕ пур». Патшалăх пуçлăхĕ Африкăн инфраструктура ыйтăвĕсем пысăкланнине, континентра халăх шучĕ кинет ÿснине палăртса хăварнă. « Эппин, унăн шалти рынокĕ те анлăланать», — тĕпрен илсен, палăртнă Путин.
Раççей пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, Раççей Федерацийĕнче Африка ыйтăвĕ малашлăхлă тата позитивлă шутланать. «Эпир никампа та никама хирĕç те туслашмастпăр, Африка йĕри-тавра пыракан кирек мĕнле геополитика вăййисене татăклăн сивлетпĕр», — тенĕ вăл юлашкинчен.