Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Политика
22 Октябрӗн 2019, 11:11

Путин Голодецпа хамăр çĕршыври кинематографа патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтусене сÿтсе явнă

Президент, тĕпрен илсен, вице-премьера Культура министерствипе пĕрле документаллă фильмсем ÿкерекен студи тăвасси çинчен ыйтăва татса пама хушнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Ольга Голодец вице-премьерпа тĕл пулнă вăхăтра хамăр çĕршыври кино искусствине патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтава сÿтсе явнă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата РФ вице-премьерĕ Ольга Голодец
Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата РФ вице-премьерĕ Ольга Голодец
Тĕлпулу стенограммине Кремль сайтĕнче пичетленĕ.

Патшалăх пуçлăхĕ иртнĕ эрнере ВГИКра пулнă вăхăтра кинематографистсем документаллă кинона аталантарас ыйтăва хускатнине палăртса хăварнă, вĕсем Раççейре документаллă фильмсем ÿкерекен студие çĕнĕрен йĕркелеме ыйтнă. «Хальлĕхе эпир кăна сÿтсе явман-ха», — пĕлтернĕ Голодец. Патшалăх пуçлăхĕ çакна тума ыйтнă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче патшалăх пуçлăхĕ вице-премьерпа Раççейре физкультурăпа спорт сферине аталантармалли ыйтусене сÿтсе явнă.


ТАСС материалĕсем тăрăх.

Алексей Дружининăн сăнÿкерчĕкĕ/РФ Президенчĕн пресс-служби/ТАСС


#ВладимирПутин
Читайте нас: