РФ Президенчĕ Раççейпе Африка хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăвăн историйĕ тулăх пулнине тата унта чылайăшĕ Африкăн никама пăхăнман патшалăхĕсем ура çине тăнă тапхăрпа çыхăннине палăртса хăварнă. Раççей — Африка саммит итогĕсем тата çак форумри тĕлпулусем Раççей Федерацийĕпе Африка континенчĕн çĕршывĕсем хушшинчи тĕрлĕ сферăсенчи ĕç-хĕле анлăлатма пулăшасса шаннине пĕлтернĕ.