Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
24 Октябрӗн 2019, 11:07

Раççей — Африка саммичĕн участникĕсене Путин ятĕнчен ирттернĕ йышăнура оливьепе тата пельменпе сăйланă

Хăнасене «Раççей — Африка» юрăпа хореографи композицине кăтартнă. Раççей — Африка саммитне хутшăнакан çĕршывсен правительствисен тата патшалăх пуçлăхĕсем ĕç кунне РФ Президенчĕн Владимир Путин ятĕнчен ирттернĕ йышăнупа вĕçленĕ. Хăнасене вырăс кухнин апат-çимĕçĕпе сăйланă, артистсем вĕсем валли концерт программи хатĕрленĕ.

Африка лидерĕсене оливье аш-какай салатне (вăл вырăс кĕрекин символĕ пулса тăнă ĕнтĕ), ĕне-выльăх какайĕнчен пельмен, лосось стейкĕ, брокколи, кăвакал тукмакĕ, баклажан сĕннĕ, клюква шерпечĕпе сăйланă. Десерт шăккалат торчĕ пулнă.

Йышăнура «Ах, ты, степь широкая», «Яблочко», «Распрягайте, хлопцы, коней» вырăс халăх юррисем янăранă. Хăнасене классика музыкин номерĕсемпе савăнтарнă.

Йышăнăва «Раççей — Африка» юрăпа хореографи композицийĕ вĕçленĕ. Ăна «Кубанская казачья вольница» ансамбль тата «Тодэс» балет артисчĕсем тăратнă. Юлашкинчен хăнасене сувенир турилккисем парнеленĕ, унта Африка çĕршывĕсене тата Раççее уйрăммăн палăртнă тĕнче карттин фрагментне ÿкернĕ.

ТАСС материалĕсем тăрăх.
#ВладимирПутин
Читайте нас: