Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
25 Октябрӗн 2019, 08:53

Путин: Раççейпе Африка хушшинчи ĕç-хĕл тĕрĕслĕх тата ирĕксене хисеплесси çинче никĕсленет

Президент пĕр-пĕриншĕн тупăшлă ĕç-хĕле малалла та тĕреклетме хатĕрри çинчен пĕлтернĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей тата Африка çĕршывĕсен хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăвĕсен çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнине пĕлтернĕ. Çак шухăша Раççей лидерĕ Раççей — Африка саммитне хупнă вăхăтра пĕлтернĕ. Путин выступленин стенограммине Кремль сайтĕнче туллин пичетленĕ.

Путин каланă тăрăх, Раççей Африкăна лайăх пĕлет, Килиманджаро юрĕсем çинчен Эрнест Хемингуэй кĕнекисем тăрăх кăна мар пĕлеççĕ. Африкăн проблемисем çинчен пĕлнине, вĕсене татса пама пулнине çирĕплетнĕ. Калаçу пирĕн глобаллĕ тата регион проблемисенчен чылайăшĕсем тăрăх шухăш пĕрешкел пулнине çиеле кăларнă, пирĕн çĕршывсем Раççейпе Африка хушшинчи аталану ыйтăвĕсене татса пама хатĕр.

Путин чылай Африка лидерĕсем Совет Союзĕ тата Раççей Африка патшалăхĕсене ура çине тăма пулăшнин пĕлтерешĕ пысăк пулни çинчен каланине те палăртса хăварнă.

ТАСС материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#ВладимирПутин
Читайте нас: