Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
25 Октябрӗн 2019, 09:16

Сочинче Раççей — Африка саммичĕ вĕçленнĕ

Масштабĕпе нимпе танлаштарайми Раççей — Африка пĕрремĕш саммит вĕçленнĕ.

Çÿллĕ шайра сăмах каланисен шучĕпе (вĕсенчен чылайăшĕ уçă пулнă) ООН Генераллĕ Ассамблейин çÿллĕ шайри эрни кăна танлашма пултарать пулĕ. Итогĕсем çÿллĕ шайпа танлашаççĕ — экономика форумĕнче Раççейпе Африка çĕршывĕсем хушшинче тĕрлĕ отрасльсенчи нумай миллиардлă контрактсене алă пуснă.

Иртнĕ икĕ кун Раççей лидерĕшĕн питĕ тулăх пулнă. Путин Египет, ЮАР, Нигери, Судан Республики, Эфиопи, Намиби, Конго Демократи Республики, Уганда, ЦАР лидерĕсемпе икĕ енлĕ тăхăр тĕлпулу ирттернĕ. Владимир Путин дискусси модераторĕн рольне пурнăçласа Египет Президенчĕпе тата саммит сопредседателĕпе Абдель Фаттах ас-Сисипе шухăшсене уççăн пĕлтермелли лару-тăрăва йĕркелеме пултарнă, хăш-пĕр самантсенче шÿтлеме те ĕлкĕрнĕ. Форума 10 пин çынна яхăн хутшăннă. Континентăн мĕнпур 54 çĕршывне те тăратнă, вĕсенчен 43-не — çÿллĕ шайра, Африкăри сакăр интеграци пĕрлешĕвĕсемпе организацисем пулнă. Экономика форумне Раççей тата 43 ют çĕршыври 800 яхăн журналист çутатнă.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

ТАСС материалĕсем тăрăх.

#Владимир Путин
Читайте нас: