Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
28 Октябрӗн 2019, 11:10

Кремльте Сири пирки Раççейпе Турци меморандумне йĕркелемелли процес умĕн мĕн пулнине уçса панă

Раççей Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков Сирин çурçĕр-хĕвелтухăçĕнчи лару-тăрăва йĕркене кĕртессипе пĕрлĕхлĕ ĕç-хĕл çинчен меморандума алă пусас умĕн мĕн пулни çинчен каласа панă.

Кремль представителĕ «Москва. Кремль. Путин» программăна панă интервьюра документа тулашри политика ведомствисен пуçлăхĕсем Сергей Лавровпа Мевлют Чавушоглу оперативлă хатĕрленине пĕлтернĕ. Песков каланă тăрăх, меморандум текстне калаçу пына май лидерсем хăйсем улшăнусем кĕртнĕ. Улшăнусене ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕсем вырăс, акăлчан тата турккă чĕлхисемпе калаçса килĕшнĕ. Паллă ĕнтĕ, Эрдоган октябрĕн 9-мĕшĕнче Сирин çурçĕр енче «Источник мира» операци пуçласси пирки пĕлтернĕ, унăн тĕп тĕллевĕ — Турцинче ĕç-хĕл илсе пыма юраманнисен шутне кĕртнĕ Курдистан Ĕç партине тата «Ислам патшалăхĕ» террористсен ушкăнне хирĕç кĕрешесси.

РИА Новости материалĕсем тăрăх.

Сăнÿкерчĕкĕ: Рамиль Ситдиков.


#ВладимирПутин
Читайте нас: