Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
5 Ноябрӗн 2019, 11:25

Путин Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Кремльте патшалăх наградисем панă

РФ Президенчĕ Владимир Путин Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Кремльте Туслăх орденне ют çĕршыв гражданĕсене тата Раççей нацин пĕрлĕхне тĕреклетме ĕлĕш хунисене преми панă.

Кăçал премие Леокадия Дробижева социолога панă. Вăл Раççей наука академийĕн Федераллĕ наукăпа тĕпчев социологи центрĕн Социологи институчĕн нацисем хушшинчи çыхăнусене тĕпчекен центра ертсе пырать.

2,5 млн тенкĕлĕх патшалăх премине 2016 çулта президент указĕпе çирĕплетнĕ. Премие Раççейри нумай нациллĕ халăха пĕтĕçтерме та-та нацисем хушшинчи çыхăнăва гармонизацилеме илсе пыракан ĕç-хĕлшĕн параççĕ.

РФ пуçлăхĕ Туслăх орденне чылай ют çĕршыв деятелĕсене панă. Маларах тунтикун президент тата Пĕтĕм Раççей тата Мускав патриархĕ Кирилл Мускаври Мининпа Пожарски палăке патне хĕрлĕ кĕлчечексем хунă.

Сăнÿкерчĕкĕ: kremlin.ru /

Хыпарсен Федераллĕ агентствин материалĕсем тăрăх.

#Владимирпутин
Читайте нас: