Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
28 Ноябрӗн 2019, 16:23

Пушкăртстан тата Бахрейн экономикăпа туризм сферисенче пĕрле ĕçлеме шутлаççĕ

Пушкăртстан пуçлахĕ Радий Хабиров паян Бахрейн Королевствин Ислам ĕçĕсен Совечĕн президенчĕпе, Абдулрахман бин Мохаммед Аль-Халиф шейхпа тата Бахрейн Королевствин Раççейри посолĕпе Ахмед Абдулрахаман Аль-Саатипе тĕл пулнă

Вĕсем «Россия — Исламский мир» кашни çул иртекен V стратеги курăвĕн ушкăнĕн ларăвне хутшăнас тĕллевпе пирĕн республикăна килнĕ.

Çакăн пек чаплă хăнасене кĕтсе илесси регионшăн пысăк чыс тата республика Раççейри ислам центрĕсенчен пĕри пулнине палăртнă республика пуçлăхĕ.

— Эпир Çывăх Хĕвелтухăç çĕршывĕсемпе пĕрле ĕçлессине пысăк тимлĕх хуратпăр, çав шутра Перси заливĕн чи илемлĕ ĕнчипе — Бахрейн Королевствипе, — тенĕ регион пуçлăхĕ.

Бахрейн королĕн ятĕнчен унăн тăван шăллĕ Абдулрахман шейх саламланă тата республикăн пысăк потенциалне палăртнă.

— Эпир Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тачă çыхăну тытатпăр, пирĕн çĕршывсем хушшинче пурнăçăн тĕрлĕ сферисенче пĕрле ĕçлемелли çинчен нумай меморандум алă пуснă. Бахрейнпа сирĕн республикăн пĕрпеклĕхĕ пур. Эпир нефтьпе пуян, сирĕн республика питĕ аталаннине пĕлетпĕр, кунта ислама, унăн йăли-йĕркине аталантарма пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Эпир кунта килни пире тата та çывăхлатĕ, — тенĕ Абдулрахман шейх.

Пушкăртстан пуçлăхе каланă тăрăх, республика пĕрле ĕçлеме хатĕр тата пĕр-пĕринпе ĕçлеме чылай сферăсенче çыхăну пуçарма пулать. Нефтьпе химисĕр пуçне, çакă машиностроени тата туризм.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: