Кремлĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, икĕ ене тивекен çивĕч ыйтусене, регион, пĕтĕм тĕнче проблемисене сÿтсе явма планлаççĕ. Çакă Путинпа Вучичăн кăçалхи виççĕмĕш тĕлпулăвĕ пулать. Серби президенчĕ пĕлтернĕ тăрăх, вăл Сочине каясса чăтăмсăр кĕтет, мĕншĕн тесен Раççей лидерĕпе черетлĕ хут куçа-куçăн курни тĕплĕ калаçу пуласса, Сербипе Раççей хушшинчи экономикăри тĕп ыйтусем тăрăх шухăшсемпе ылмашăннине пĕлтерет.