Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
4 Декабрӗн 2019, 11:25

РФ Президенчĕ Владимир Путин НАТО Раççей чиккисем патне çывхарма тăрăшни хăрушлăх кăларса тăратни пирки каланă

НАТО Раççей Федерацин чиккисем патне малалла çывхарать, çакă çĕршывшăн хăрушлăх кăларса тăратать, çакăн çинчен Владимир Путин Президент çар канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

НАТО альянса малалла анлăлатмалли плансене пурнăçлани тата Раççей чиккисем патне ытларах çывхарни Мускава пăшăрхантарать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çакнашкал плансем çĕршывшăн хăрушлăхпа çыхăннă тесе палăртнă. Раççей пĕрлешĕве кĕрекен çĕршывсемпе çыхăну тытма хатĕррине темиçе хутчен те кăтартса панă. Альянс пĕтĕм тĕнче хăрушсăрлăхне пурнăçа кĕртес шухăш патне таврăнас шухăш пур-ха. Анчах хальлĕхе вăл США тата СССР хушшинчи хирĕçтăру пулнă вăхăтри блок стереотипĕсемпе шухăшлать.
Раççей Президенчĕ Евросоюзпа çыхăну тытмалла тесе пĕлтернĕ тата Еврокомиссин унчченхи председательне Жан-Клод Юнкера ĕçшĕн тав тунă.
kremlin.ru / Кремлĕн Пресс-служби материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: kremlin.ru.
#Владимирпутин
Читайте нас: