Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
5 Декабрӗн 2019, 11:25

Путин Тинĕс çар флотне аталантарас ыйтăва чысланă канашлу ирттерет

РФ Президенчĕ карап тăвакан отрасль ертÿçисен доклачĕсене итлеме планлать

Паян Владимир Путин Президент Тинĕс çар флотне аталантарас ыйтăва чысланă тăваттăмĕш канашлăва ирттерет. Çак темăна чысланă канашлусене уçнă май патшалăх пуçлăхĕ Тинĕс çар флочĕн çар потенциалне малалла ÿстерессине тата хальхи шайне сÿтсе явас ыйтăва тимлеме шутлани пирки каланă, вăл карап тăвакан отрасль ертÿçисен доклачĕсене итлеме планлать.
Тунтикун ирттернĕ канашлура Путин чи малтан татса памалли задачăсем пирки каланă. Тĕпрен илсен, калаçу ВМФ аталанăвне сыхласа хăварасси, унăн çар потенциалне ÿстересси, верфьсенче тата ОПК ытти предприятисенче диверсификаци политикине ирттерме кирли çинчен пырать. Патшалăх пуçлăхĕ кăçал ВМФ 480 ытла тĕрлĕ хĕçпăшалпа техника илессине пĕлтернĕ. Виççĕмĕш канашлăва космос комплексĕсен, навигаци оборудованин ĕçне чысланă. Путин хушнине хальлĕхе 70% пурнăçланă тесе хак панă.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: kremlin.ru.
#Владимирпутин
Читайте нас: