Серби Президенчĕпе Александр Вучичпе тĕл пулнă вăхăтра Путин икĕ çĕршыв хушшинчи стратегиллĕ партнерствăна кулленхи ĕçпе çирĕплетсе панине, хăрушсăрлăх тата экономика, политика сферине тивни пирки каланă. Пĕлтĕр çĕршывсем хушшинчи тавар çаврăнăше 2 %, кăçалхи январь-сентябрьте 9% ытларах ÿснине палăртнă.