Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
6 Декабрӗн 2019, 11:15

Путин Раççей çыннисен кĕнекесем патне уйрăм туйăм пулнине палăртнă

Лайăх кĕнеке ырра вĕрентет тата кашни çынра кăмал-сипет çирĕплĕхне аталантарать, палăртнă президент

РФ Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 5-мĕшĕнче М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университетĕнче иртнĕ Раççей кĕнеке союзĕн X съезчĕн делегачĕсемпе хăнисене салам çырăвĕ янă. Телеграммăн текстне Кремль сайтĕнче ĕнер пичетленĕ.
«Пирĕн çĕршывра кĕнекесене яланах сума сунă тата хисепленĕ. Лайăх кĕнеке мĕн пĕчĕкрен пысăк пĕлтерĕшлĕ вĕрентÿ хатĕре пулса тарать, ырра вĕрентет, çынра лайăх енсене çитĕнтерет, кăмăл-сипет çирĕплĕхне аталантарать», — тенĕ салам çырăвĕнче.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
#ВладимирПутин
Читайте нас: