«Сирĕн музей Ярославль облаçĕнчи тата пĕтĕм çĕршыври чи пысăк, хăйнеевĕрлĕ культурăпа вĕрентÿ центрĕ шутланать. Унăн уникаллĕ пухмачĕнче — паллă художниксен, графиксен, скульпторсен произведенийĕсем, декоративлă-прикладной искусство шедеврĕсем. Çакнашкал пуян экспозици Раççей тата чылай ют çĕршыв хăнисен пысăк шутне илĕртет», — палăртса хăварнă Президент.