Украина Президенчĕ Владимир Зеленский Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа иртнĕ икĕ енлĕ тĕлпулура ăна «калаçса татăлма хĕн пулнă» тенĕ, мĕншĕн тесен Раççей лидерĕ кашни ыйтăва тĕплĕн сÿтсе явнă.
«Калаçса татăлма пулать-и (Путинпа)? Калаçса татăлма питĕ йывăр, анчах та паян эпир хăш-пĕр ыйту çинчен калаçса татăлтăмăр», — йышăннă Зеленский.
Зеленский каланă тăрах, вĕсем Путинпа тĕрлĕ çынсем, анчах та вăл Раççей лидерĕ хăш-пĕр ыйтусенче ăна парăннине туйнине пĕлтернĕ.
Украина Президенчĕн пресс-секретарĕ Юлия Мендель Парижра калаçу ăнăçлă иртнине пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх, Украина Президенчĕ хăй маларах каланă позицисене пĕлтернĕ.