«Сирӗн çӗршыв социаллă-экономика, наукăпа техника сферисенче çитӗнӳсем тунине пурте пӗлеççӗ. Казахстан тӗнче аренинче пысак авторитетра, регион тата халахсем хушшинчи ыйтусене татса парассинче конструктивлă вăй хурать», — тенӗ Путин телеграммара.
Икӗ çӗршыв хушшинче хутшăнусем çирӗп аталанаççӗ, палăртнă Путин. «Тӗрлӗ направленисенче икӗ енлӗ сотрудничество лайах шайра пырать, Евразинчи интеграции процесӗсен ыйтăвӗсенче пӗр шухашлă пулни те», — тенӗ Путин.
РИА Новости материалӗсем тăрăх.