Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
25 Декабрӗн 2019, 11:00

Путин наци проекчĕсем тăрăх канашлу ирттерет, правительствăпа тата бизнесменсемпе тĕл пулать

Министрсен кабинечĕн членĕсемпе тĕлпулура «вĕçленекен çула пĕтĕмлетме тата çитес малашлăхри ĕç планне сÿтсе явма планлаççĕ».

Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян Правительствăпа Çĕнĕ çул умĕнхи тĕлпулу ирттерет, унтан Кремльте Раççей ĕçлĕ çыннисен представителĕсене йышăнать. Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, РФ министрсен кабинечĕн членĕсемпе тĕлпулура «вĕçленекен çула пĕтĕмлетме тата çитес малашлăхри ĕç планне сÿтсе явма планлаççĕ». Çак кунах президент çумĕнчи стратеги аталанăвĕпе тата наци проекчĕсемпе ĕçлекен Совет ларăвĕ пулать, унта наци проекчĕсене мĕнле пурнăçланине, хăвăртлăх мĕнле пулнине тата финансировани ыйтăвĕсене пăхса тухмалла. «Кремльти тĕлпулăва 60 ытла бизнесмена, патшалăх тата уйрам компани, банксен ертÿçисене, обществăлла организацисемпе пĕрлешÿсен представителĕсене чĕннĕ», — пĕлтернĕ Кремльте.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
#ВладимирПутин
Читайте нас: