Раççей Президенчĕ Владимир Путин чиновниксене хăйсен ĕçне чи малтан граждансен интересĕсемшĕн лайăх пултăр тесе йĕркелеме çирĕп хушнă.
«Кирек мĕнле лару-тăрура та çынсен интересĕсене пĕр пăркаланмасăр мала хумалла, хамăр ĕç-хĕлте çакна ялан асра тытар», — тенĕ вăл стратегиллĕ аталану тата наци проекчĕсем тĕлĕшпе ирттернĕ Совет ларăвĕнче.
Граждансемпе тата обществăлла пĕрлешÿсемпе калаçни, куллен тĕл пулни чиновниксен ĕç-хĕлĕнчи тĕп никĕсĕ пулмалла тесе хушса хунă Президент.