Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
9 Кӑрлач 2020, 11:35

Лавров: Путинпа Эрдоган Ливинчи лару-тăрăва йĕркелессипе пĕр пек позиципе килĕшнĕ

Çĕршыв пуçлăхĕсем Ют çĕршывсен ĕçĕсен министерствине тата Оборона министерствине малалла та ĕçлеме хушнă

Раççей тата Турци президенчĕсем Владимир Путинпа Рэджеп Тайип Эрдоган Ливинчи лару-тăрăва йĕркене кĕртес ыйтупа пĕр пек позици йышăнаççĕ. Çакăн çинчен РФ Ют çĕршывсен министрĕ Сергей Лавров журналистсене пĕлтернĕ.
ООН Хăрушсăрлăх Совечĕн решенийĕсемпе килĕшÿллĕн, Ливинчи лару-тăрăва йĕркелессипе пĕр пек позиципе килĕшнĕ. Лавров Путинпа Эрдоган Ливи енĕсене янă чĕнĕве уйрăммăн палăртса хăварнă: çар тытăçăвне чарса хумалла, вырсарникунтан (январĕн 12-мĕшĕнчен), тĕрĕсрех каласан, шăматкунхи çĕрле пеме чарăнмалла.
Çĕршыв пуçлăхĕсем Ют çĕршывсен ĕçĕсен министерствине тата Оборона министерствине малалла та ĕçлеме хушнă.
ТАСС
Читайте нас: