«Петербургская политика» (чӑв. «Питӗр политики») фонд эксперчӗсен шухӑшӗпе, ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Республикин Элтеперне отставкӑна ярас хӑрушлӑх пысӑк. Кунашкал кандидатсен йышне Архангельск облаҫӗн, Камчатка крайӗн тата Калуга облаҫӗн ертӳҫисем те лекнӗ.
Михаил Игнатьев унччен ҫапла пӗлтернӗччӗ: РФ президенчӗ Владимир Путин тата республика халӑхӗ ырласан, пулӑшсан ҫеҫ вӑл ҫитес суйлава хутшӑнӗ.
Çитес суйлав авӑн уйӑхӗнче 16 регионта иртмелле. Унччен Кремль хальхи пуҫлӑхсенчен хӑшӗсем суйлава хутшӑнассине, хӑш тӑрӑхра ҫӗнӗ ҫынна сӗнессине татса парӗ. Пӗлтӗр Иркутск облаҫӗнче тата Еврей автономи облаҫӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗсене палӑртнӑ.