Çутă çул
+13 °С
Облачно
Политика
13 Января 2020, 05:24

Путин Макронпа Украинăна тата Çывăх Тухăçа сÿтсе явнă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Франци ĕçтешĕпе Эммануэль Макронпа телефонпа калаçнă, вĕсем Украинăри тата Çывăх Тухăçри лару-тартава сÿтсе явнă. Çакăн çинчен Кремль пресс-служби ĕнер, январĕн 12-мĕшĕнче пĕлтернĕ.

Икĕ çĕршыв пуçлăхĕ регионра лару-тăру çивĕчленнине пула Иранри тытăçава хутшăнакансен пурин те çирĕп кăмăллă пулмаллине тата лăпкăлăха сыхласа хăвармаллине палăртса хăварнă. Путинпа Макрон ислам республикин ядерлă программи тĕлĕшпе пĕрлĕхлĕ план ĕç-хĕлĕн (СВДП) договорĕ тăрăх малалла та çирĕп пулмалли пирки пĕр шухăшлă пулнă.
Калаçу вăхăтĕнче Ливинчи паянхи лару-тăру темине те хускатнă. Путинпа Макрон шухăшĕпе, тытăçăвăн мĕнпур енĕсен те пеме чарăнасси пирки калаçса килĕшнĕ условисене пăхăнмалла.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас