Паллă ĕнтĕ, Çырăва темиçе эрне тăршшĕ хатĕрлеççĕ, унăн юлашки тапхăрне хатĕрленĕ çĕре Раççей лидерĕ хăй хутшăнать. Ытларах чухне документра мĕнле ыйтусене çутатса парасси çинчен ăна вулас самантчен никам та пĕлмест, çавăнпа та правительство членĕсем те Путин мĕн çинчен калассине пĕлмеççĕ.