Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Политика
15 Кӑрлач 2020, 11:00

Путин çакна мĕнле тăвать?

Американецсем Раççей Президенчĕн астăвăмĕнчен тĕлĕнеççĕ

Унччен тахçан Америка экономисчĕ Стэнли Фишер (çав вăхăтра вăл МВФ директор-распорядителĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă) Владимир Путинпа пуçласа паллашнă тата тĕплĕ калаçнă хыççăн хăйсен делегаци членĕсене çакнашкал президент пулсан правительствосăр та пурăнса пулать, тенĕ. Ун шучĕпе Раççей лидерĕ хăйне пулăшаканĕсенчен пуринчен те лайăхрах пулнă тата наципе тĕнче экономикин кăткăс проблемисене сÿтсе явма пултарать.
Стэнли Фишерăн компетентлăхĕнчен тĕлĕнме кирлĕ мар: Пĕтĕм тĕнчери валюта фондĕнче ĕçлеме тытăниччен вăл Пĕтĕм тĕнче банкĕн тĕп экономисчĕ пулнă, унтан Израилĕн Центробанкне ертсе пынă, США Федераллĕ резерв (банк) системин председателĕн çумĕ пулнă.
ТАСС
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС
Сăнÿкерчĕк çинче Пĕтĕм тĕнчери валюта фончĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Стэнли Фишер (сулахайра) тата Раççей Президенчĕ Владимир Путин (сылтăмра). 2000 çул.
Читайте нас: