Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
16 Кӑрлач 2020, 16:15

РФ Президенчĕ Федераллĕ Пухăва янă Çыру. Тĕп тезиссем

Январĕн 15-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Федераллĕ Пухăва янă Çырупа 16-мĕш хут паллаштарнă.Владимир Путин каланинчи тĕп тезиссем

Демографи çинчен
Президент сăмахĕсем тăрăх, Раççейре демографи тапхăрĕ çивĕч тăрать. 2024 çулта ача çуралнин коэффициенчĕ 1,7 пулмалла (халĕ 1,5). Çемьесене пулăшмалли мерăсен шутĕнче — ачасене яслипе тивĕçтермелле, кĕçĕн классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр вĕри апат çитермелле, 3 çултан пуçласа 7 çула çитичченхи ачасемшĕн кашни уйăхра тÿлемелле.
Ача амăш капиталĕ тата çемьесене пулăшасси
Ача амăш капиталĕн программине 2026 çул вĕçлениччен тăсмалла, ăна пĕрремĕш ача çуралсанах памалла. Икĕ ачаллă çемьесене тÿлемелли суммăна 616617 тенкĕ таран ÿстереççĕ.
Вĕрентÿ çинчен
Путин «Вĕрентÿ» наци проектне улшăнусем кĕртме хушнă тата шкулсенче хушма вырăнсем тума сĕннĕ.
2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен класс ертÿçисене хушса тÿлессине кĕртмелле, тÿлев виçи 5 пин тенкĕрен кем мар пулмалла.
Вузсенче бюджет вырăнĕсене пысăклатмалла.
Сывлăх сыхлавĕ çинчен
Патшалăх пуçлахĕ сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилемелли регион программисем июлĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçламалла, вĕсене пурнăçлама 560 млрд тенкĕ уйăрнă.
Президент кăçал сывлăх сыхлав сферинче ĕçлекенсене çĕнĕ системăпа ĕç укçи тÿлеме тытăнасси пирки пĕлтернĕ. Тĕп тимлĕхе сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне уйăрмалла.
Конституцинчи улшăнусем çинчен
Путин Конституцие улшăнусем кĕртмелли пĕтĕм пакет тăрăх сасăлав ирттерме сĕнет. Патшалăх Думине РФ Правительствин председательне, вице-премьерне, федераллĕ министрсене çирĕплетмелли правăна шанса пама сĕннĕ. Президент сĕннĕ кандидатсене çирĕплетме тивĕçлĕ.
Чиновниксем валли чикĕсем
Президент Конситуцие улшăнусем кĕртме сĕннĕ, вĕсем тăрăх çÿллĕ должнăçсем йышăнакан çынсене ют çĕршыв гражданстви йышăнма чармалла.
Раççей Президенчĕ пулма тăратнă кандидат 25 çултан кем мар (халĕ 10 çул) пурăнмалла.
Халăх тата унăн шухăшĕ пирки
Владимир Путин палăртнă тăрăх, çынсен, граждансен шухăшĕ влаçра тĕп вырăн йышăнмалла. Кашни регионти, хулари, ялти кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене, çĕршыв аталанмалли стратегие халăх татса памалла.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: РИА Новости.
Читайте нас: