Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
16 Кӑрлач 2020, 11:00

Владимир Путин регионсенчи вузсенче бюджет вырăнĕсен шутне пысăклатма сĕннĕ

Федераллĕ Пухăва яракан çулленхи Çырăвĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин вузсенчи бюджет вырăнĕсен шутне пысăклатма сĕннĕ, регион вузĕсенче çак вырăнсене чи малтан уйăрмалла, паян врачсем, педагогсем, инженерсем çитмен территорисенче уйрăмах çакна тимлемелле.

Паллах, йышăнакансен шутне ахаль кăна ÿстермелле мар, бизнес, ĕç паракансем хутшăннипе регионсенчи университетсемпе вузсене аталантарассипе çине тăрса ĕçлемелле, вĕсен вĕрентÿ, тĕпчев, социаллă инфраструктурине çирĕплетмелле, регион вузĕсен преподавателĕсен квалификацине ÿстерессине тимлемелле, студентсем ку чухнехи пĕлĕве хăйсем çуралнă вырăнĕнче илме пултарччăр тата карьерине ăнăçлă пуçлаччăр тесе пурне те тумалла, палăртса хăварнă Путин.
«Иккĕмĕш курс хыççан студентсене вĕрентĕвĕн çĕнĕ çул-йĕрне е программине, çав шутра шайлаштарма пултаракан профессисене кĕртсе, суйласа илме май памалла. Çакна тума ансат мар, анчах тумалла. Пултаруллă та тивĕçлĕ çынсем наци аталанăвĕнче лидер рольне йышăнчăр тесе эпир «Россия — страна возможностей» проекта хута ятăмăр. 3,5 млн ытла çын унăн конкурсĕсемпе олимпиадисене хутшăннă ĕнтĕ. Çакнашкал система малашне те аталанать», — тенĕ президент.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: