Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
17 Кӑрлач 2020, 15:44

Ядерлă хӗçпăшаллă пилӗк çӗршыв этемлӗхе упрассишӗн тата унăн тӗреклӗ аталанăвӗшӗн яваплă

Владимир Путин хатӗрленӗ Çыру пире Раççей аталанăвӗн çӗнӗ картлашки çине хăпартать

«Пӗрлешӳллӗ Нацисен Организацине никӗсленӗ çӗршывсен тӗнчери тăнăçлăх принципӗсем пирки тата пысăк вăрçă хăрушлăхне сирес тӗллевпе диалог пуçламалла, — тенӗ Владимир Путин хăйӗн Посланинче. — Раççей çак калаçăва хатӗр. Этемлӗх тӗл пулакан çивӗч проблемăсем пирки тӗплӗн те тӳррӗн калаçма вăхăт çитнӗ. Ун валли политика хăюлăхӗ, ăс-хакăл кирлӗ».
Раççей Президенчӗн сăмахӗпе ПНО-на никӗсленӗ çӗршывсем çакнашкал диалогăн тӗслӗхӗ пулса тăмалла.
«Шăпах ядерлă хӗçпăшаллă пилӗк çӗршыв этемлӗхе упрассишӗн тата унăн тӗреклӗ аталанăвӗшӗн яваплă. Пилӗк нацин чи малтан пысăк вăрçă ан тухтăр тесе мерăсем йышăнмалла, çӗр чăмăрӗ çинче йӗркелӗх пултăр тесе çӗнӗ çул-йĕрсем хатӗрлемелле» — палăртнă Путин.
Хăйӗн анлă сăмахӗнче çӗршыв пуçлăхӗ тулашри политика çинчен сахал калаçнă, çапах та юлашки кунсенче Çывăх Хӗвелтухăç çӗршывӗсенче тата Çурçӗр Африкăра пулса иртекен регион конфликчӗсем пӗтӗм халăхсем хушшинчи сообществăшăн хăрушлăх пулса тăма пултарни çинчен асăрхаттарчӗ.
«Раççей кăмăл тăвакан мӗнпур партнерпа хутшăнма хатӗр, эпир никама та хăратмастпăр тата хамăр пек никама та тутарасшăн мар. Çав вăхăтрах каласа хăварас килет: Наци хăрушсăрлăхне çирӗплетес тӗллевпе эпир кирлӗ утăмсене вăхăтлă тата çителӗклӗ турăмăр», — пӗтӗмлетнӗ Президент.
«Сувар» хаçатран.
Читайте нас: