Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
20 Кӑрлач 2020, 11:00

Путин Джонсонпа тата Контепе калаçнă

Путин Джонсонпа — Великобританин премьер-министрне тата пуç пулса тăракан Консервативлă парти лидерĕ пулма суйланăранпа пуçласа тĕл пулнă.

РФ Президенчĕ Владимир Путин тата Великобританин премьер-министрĕ Борис Джонсон Берлинта Ливи ыйтăвĕпе иртекен Пĕтĕм тĕнче конференцинче тĕл пулса пĕр-пĕрне саламланă. Пĕрле сăн ÿкмелли церемониччен кăшт маларах Путинпа Джонсон алă тытса паллашнă. Кунсăр пуçне РФ Президенчĕ Италин премьер-министрĕпе Джузеппе Контепе калаçнă.
2019 çулхи июльте Джонсона Великобританин Консервативлă партин лидерĕ тата премьер-министр пулма суйланă хыççăн вĕсем Путинпа пуçласа тĕл пулнă. Çакăнччен маларах пĕлтĕрхи июнь вĕçĕнче Раççей Президенчĕ Осакăра иртнĕ G20 саммитĕнче çав вăхăтра Британи правительствине ертсе пынă Тереза Мэйпа тĕлпулу ирттернĕ.
Ливи ыйтăвĕпе йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнче конференцийĕ вырсарникун Берлинта уçăлнă, вăл ФРГ Федераллĕ канцлерĕн ведомствинче иртет, унта 10 яхăн патшалăхпа правительство пуçлăхĕсем хутшăнаççĕ.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: