Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Политика
22 Кӑрлач 2020, 11:05

Раççей Президенчĕ Путин çĕнĕ Правительство йышне çирĕплетнĕ

Раççейĕн çĕнĕ премьер-министрĕ Михаил Мишустин Владимир Путина правительствăн çĕнетнĕ йышне тăратнă. Министрсен кабинечĕн хăш-пĕр членĕсем (аса илтеретпĕр, иртнĕ юнкун правительство отставкăна кайнă) çĕнĕ премьерăн командине куçнă пулин те, никам та кĕтмен çĕнĕ çирĕплетÿсем те пур. «Газета. ру» кам юлнă, камăн пăрахса кайма тивни çинчен пĕлтернĕ.

Владимир Путин «О структуре федеральных органов исполнительной власти» указа алă пуснă. Документпа килĕшÿллĕн, правительствăн çĕнĕ председателĕн Михаил Мишустинан 9 заместитель пулать, çав шутра пĕри — пĕрремĕш. Унчченхи министрсен кабинетĕнче 10 вице-премьер пулнă.
Правительство председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Андрей Белоусов пулать, çакăнччен малтан вăл 6 çул ытла Раççей Президентне пулăшаканĕ пулнă.
Вице-премьер вырăнĕнче хăйсен должноçĕсене Татьяна Голикова, Юрий Борисов, Юрий Трутнев сыхласа хăварнă. Правительство председателĕн çумĕ — правительство аппарачĕн пуçлăхĕ — Михаил Мушустин премьер-министрне пăхăнса тăнă (ФНС тăрăх) служба пуçлăхĕн çумĕ Дмитрий Григоренко пулнă. Вице-премьер должнăçне унăн ĕçтешĕ Алексей Оверчук та йышăнать.
Çавăн пекех вице-премьерсем пулса тăнă:
Виктория Абрамченко, Дмитрий Чернышенко, Марат Хуснуллин.
Министрсен çĕнĕ йышĕ:
Сергей Лавров, Сергей Шойгу, Валерий Фальков, Александр Новак, Владимир Колокольцев, Евгений Дитрих, Евгений Зиничев, Александр Козлов, Константин Чуйченко, Ольга Любимова, Денис Мантуров, Сергей Кравцов, Олег Матыцин, Михаил Мурашко, Антон Котяков, Максим Решетников, Дмитрий Кобылкин, Владимир Якушев, Максут Шадаев, Антон Силуанов.
Газета. ру
Читайте нас: