Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Политика
29 Кӑрлач 2020, 14:13

Элтепер отставкӑна каймӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев отставкӑна каймӗ. Ҫапла пӗлтернӗ республика ертӳҫин мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева.

Вӑл «Пятый канал» телеканала ҫавӑн пек каланӑ-мӗн. Кун пирки bfm.ru хыпарлать.
«Пиллӗкмӗш канала» Лариса Игнатьева пӑтӑрмах пирки: «Это ерунда, всякую ерунду говорят, это несерьезно. (...) Видео сделано несколько раз повтор, как будто на самом деле собачка. Это переделанное, переформатированное — ерунда!» — тенине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗ.
Аса илтерер: кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн офицерне машина уҫҫи панӑ чухне Михаил Васильевич уҫҫа ҫӳлелле ҫӗклесен лешӗ, хӑй пӗчӗкреххине кура, ҫӳлелле сиксе уҫҫа ярса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мускаври МИХсем таранах Михаил Игнатьева хурларӗҫ. Унӑн карьери вӗҫленнӗпе пӗрех тесе хаклакансем те тупӑннă.
Читайте нас: