«Единая Россия» Генсовечӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева партирен кӑларнӑ. Ҫакӑн ҫинчен «Единая Россия» Генсовечӗн секретарӗ Андрей Турчак пӗлтернӗ. Ун сӑмахӗпе «Чӑваш Ен губернаторӗ паралельлӗ чӑнлӑхра пурӑннӑ пек туйӑнать. Президент ҫынсене хисеплесси пирки каланӑ вӑхӑтра, губернатор ун умӗнче МЧС офицерӗ тӑнине маннӑ пекех. Ҫакӑн пек рангри чиновникӑн официаллӑ мероприятие циркри представленипе арпаштармалла мар».
Аса илтеретпӗр, маларах соцсетьсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫӑлавҫӑ-офицерпа, ӑна ҫӗнӗ машина уҫҫи хыҫҫӑн сикме хистесе шӳтлесе илнине кӑтартнӑччӗ. Унтан ҫак темӑна федераллӑ каналсем сара пуҫларӗҫ. Ҫапла вӑл илемсӗр хӑтланни тӗнче тӑрӑх саланчӗ. Хӑй Игнатьев айӑплавсене йышӑнман, вӑл ҫакна конкурентсен каварлӑ ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ.
Отставкӑна яма пултарнине пӑхмасӑрах январӗн 28-мӗшӗнче Михаил Игнатьев хӑйӗн Посланине вуласа панӑ. Ун тӑрӑх Чӑваш Республики ҫитӗнӳсен ҫулӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем патне утать.
ЧР Пуҫлӑхӗн Пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗ.