Игнатьевăн авторитечĕ икĕ пысăк пăтăрмах хыççăн пăсăлнă. Малтан Чăваш Ен экс-пуçлăхĕ мĕнпур журналистсене «надо мочить» тенĕ, унтан телекамерăсем умĕнче офицера çĕнĕ пушар машинин уççисене сиксе илме тесе юри çÿлелле çĕкленĕ. Анчах та «БИЗНЕС Online» çалкуçĕ каласа панă тăрăх, регион пуçлăхĕ хăйне çапла тытнине унăн йывăр чирĕпе тата çавна май йышăнакан препаратсем витĕм кÿнипе анлантарса парать.
Паян, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствин ҫуртӗнчи Пысӑк залра Олег Николаевпа паллаштарӗҫ. Унта журналистсене йыхравлаҫҫӗ.
Республика Элтеперӗн Администрацийӗн информацире аналитика управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паллаштарӑва хутшӑнма журналистсене аккредитацилеҫҫӗ.