Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
31 Кӑрлач 2020, 11:00

Путин цифровизаци тӗрлӗ проблемӑсене татса памалли паллă хатӗр тесе шутлать

Раççей Президенчӗ Владимир Путин цифровизаци пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртса хăварнă, ун шучӗпе çакă вăл «пустуй сăмах мар», проблемăсене татса памалли паллă инструмент.

Подмосковьери обществăлла организацисен представителӗсем Красногорскра Путина цифра сервисӗсем çынсен пурнăçне епле çăмăллатни çинчен каласа панă.
Президент юлашки вăхăтра цифровизаци экономика тата социаллă сферăри ытти проблемăсене татса памалли ку чухнехи меслетсем пирки нумай калаçаççӗ тесе палăртса хăварнă. Вăл цифра технологисем пулăшнине пула граждансемпе калаçмалли çыхăну ансатланнине, управлени решенийӗсене вăхăтлă йышăнма, проблемăсене татса пама çăмăлрах пулнине палăртнă.
Шăпах Красногорск тӗслӗхӗ çакна черетлӗ хут çирӗплетсе парать.
Путин шучӗпе çынсем çапла майпа проблемăсене татса пама хутшăнни питӗ лайăх.
РИА Новости материалӗсем тăрăх.
Читайте нас: