Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
3 Нарӑсӑн 2020, 16:49

Дмитрий Песков Элтепере отставкӑна яни пирки комментари панӑ

«Звезда» канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Кремль пресс-секретарĕ Дмитрий Песков «Москва. Кремль. Путин» программа эфирӗнче Чӑваш Ен Пуçлăхне отставкӑна яни пирки комментари панӑ.

Президентӑн пресс-секретарӗ Владимир Путин кун пирки мӗн шутланине пӗлтернӗ.
«Эпир чӑнах та питех те хитре мар, тӗрӗсрех каласан, питӗ хитре мар пулӑмсене куртӑмӑр. Президент власть ҫынсене хисеплеменнине палӑртни пулмалла марри пирки темиҫе хутчен те каланӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, кун пекки пуҫа вырнаҫман япала», — тенӗ Дмитрий Песков.
Аса илтерер: Михаил Игнатьева РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче отставкӑна янӑ.
Читайте нас: