#ВладимирПутинРаççей Президенчĕ Владимир Путин тата Сауд Аравин патши Сальман Бен Абдель Азиз Аль Сауд телефонпа калаçнă вăхăтра углеводородсен тĕнче рынокĕнчи лару-тăрăва сÿтсе явнă, пĕлтернĕ Кремлĕн пресс-служби.
«Икĕ ен те глобаллĕ нефть рынокĕнчи стабиллĕхе сыхласа хăварассипе «ОПЕК плюс» форматпа малашнехи ĕç-хĕле координацилеме хатĕррине çирĕплетнĕ», — тенĕ пĕлтерÿре.